Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Горский Семён Петрович


Горский Семён Петрович — филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (1950), профессор (1951), Чӑваш АССР наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1967). 1897 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Вӑрман Кипек ялӗнче ҫуралнӑ. 1975 ҫулхи юпан 22-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Пурнӑҫӗ

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче, Хусанти учительсен семинарийӗнче, Хусанти Ҫурҫӗр Хӗвелтухӑҫ археологипе этнографи институтӗнче, СССР Ӑслӑлӑх академийӗн чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗ ҫумӗнчи докторантурӑра вӗреннӗ.

Кипеккассинчи шкулта кӗҫӗн классен учителӗ, унтан Шупашкарти педагогика техникумӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ, рабфакра, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӑй хунӑ. Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпе тӗпчев институчӗн чӗлхе пайне, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрине, аспирантурине ертсе пынӑ.

Ӗҫӗсем

Семён Петрович чӑваш чӗлхи грамматикине, чӑваш литература чӗлхин историне, чӑваш илемлӗ литература классикӗсен пултарулӑхӗпе хайлавӗсен чӗлхине тӗпченӗ. Вӑл чӑваш чӗлхин вӗрентӳ программисен практикӑпа теори ыйтӑвӗсене хатӗрлес ӗҫре нумай вӑй хунӑ. Горский С.П. — шкулсем валли хатӗрленӗ чылай кӗнекесен, программӑсен, вӗренӳ пособийӗсен авторӗ.

Пичетленнӗ ӗҫӗсем:

Вуламалли



 
Категорисем: Горский Семён Петрович

Тулли верси :: Статья каҫми
https://immediate-vortex.com/